428003, г.Чебоксары, ул. Чапаева, д. 14, корпус 1 |
|
429588, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, |
|
belye.kamni@bk.ru | |
(8352) 55-30-55 | |
8 (905) 199-52-08 (Елизавета Викторовна, директор) |
|
Мы в контакте | |
Мы в Instagram | |
„Белые камни“ лагерьте ачасене йышăнма хатĕрленсе 7 миллион тенкĕлĕх ĕç тунă
Шкул ачисемшĕн кĕтнĕ вăхăт — çуллахи каникул çывхарчĕ. Вĕсен канăвне тĕрĕс те усăллă йĕркелес тесе республикăра 456 лагерь уçĕç. Вăл шутра 355-шĕ - шкул çумĕнчисем, 21-шĕ – хула тулашĕнчисем. Пĕлтĕр республикăра 99 пин ачан сывлăхне çирĕплетнĕ пулсан, кăçал 102 пин ытла çын канĕ. Çуллахи вăхăтра 84 пин вĕренекеншĕн лагерьсен алăкĕсем уçăлĕç. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнче вырнаçнă «Белые камни» физкультурăпа кану центрĕнче пулса курчĕ.
Алиса Александрова, Александр Яковлев
27 çул каялла уçăлнă лагерь 1996-мĕш çултанпа Спорт министерствин шутланать. Çак вăхăтра вăл самай кивелме ĕлкĕрнĕ. Иртнĕ çул республикăн финанс министерстви кану центрне çĕнетме 7 миллион тенкĕ уйăрнă.
- Столовăйсене тĕпĕ-йĕрĕпе юсанă, пурăнмалли çуртсен тăррине çĕнĕрен витнĕ, - тет «Белые камни» физкультурăпа кану центрĕн директорĕ Геннадий Петров.
«Белые камни» Атăл хĕрринче вырнаçнă. Кунта ачасене шыва кĕрсе савăнма ятарлă вырăн та пур. Пляжа пĕчĕк кимĕсен патшалăх инспекцийĕ тĕрĕсленĕ, унти шыва лабораторире экспертиза тунă. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен шыва кĕмелли тапхăра уçма ирĕк панă. Пĕр сменăра лагерь 450 ачана йышăнма хатĕр. Канма, выляма, сывлăха çирĕплетме, тĕрлĕ енлĕ аталанма майсем çителĕклĕ. Кăçалхи программăна Раççейри Экологи, республикăри Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкĕ пулнине шута илсе йĕркеленĕ. Ятарласа вĕреннĕ вожатăйсем те ĕçе пуçăнма хатĕр.
- Ку лагерьте эп пĕрремĕш хут мар, канма та кăмăллă, ĕçлеме те. Ачисем маттур, савăнăçлă, вĕсемпе ĕçлеме çăмăл, - тет Татьяна Мылова вожатăй.
Волейболла, баскетболла, футболла вылямалли лаптăксем, вĕрен тăрăх çӳремелли парк пур лагерьте. «Пирĕн пата килекен ачасен тунсăхлама вăхăт пулмĕ, кашни саманта усăллă та кăсăклă, асра юлмалла ирттерме тăрăшăпăр», - теççĕ кунта ĕçлекенсем.
Источник: http://www.chgtrk.ru/?c=view&id=15986